Авӑн уйӑхӗнче республикӑра икӗ пепке ҫут тӗнчене васкаса вилнӗ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу машининчех ҫуралнӑ. Кун пирки Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ пулӑшу медицинин Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Куславкка районӗнчен ача ҫуратма хатӗрленнӗ хӗрарӑма Шупашкара илсе килме тухнӑ чухне вӑл ҫул ҫинчех ҫӑмӑлланма пуҫланӑ. Ача машинӑрах ҫут тӗнчене килнӗ. Шурӑ халатлисем Андрей Филипповпа Алена Гаврилова машинӑна чарса хӗрарӑма пулӑшнӑ. Сывӑ хӗрача ҫуралнӑ.
Улатӑр районӗнче те кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Хӗрарӑм ҫӑмӑлланма пуҫласан вӑхӑт нумай та иртмен – 5 минутран хӗрача ҫуралнӑ.
Икӗ тӗслӗхре те амӑшӗсемпе ачисене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ку эрнере васкавлӑ медпулӑшу бригадисем республикӑри наркӑмӑшланнӑ 12 ачана пулӑшу кӳнӗ.
Шупашкар районӗнче 2 уйӑхри ачана ашшӗ-амӑшӗ асӑрхамасӑр лимон йӳҫекӗн шывне ӗҫтернӗ. Ӑна аслисем чейнике тасатма хатӗрленӗ пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑраса ӳкнӗ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Елчӗкре 5 ҫулти ача дезинфекцилемелли шӗвек ӗҫсе ҫӑварне пӗҫертсе янӑ. Асламӑшӗ ӑна хӑйех пульницӑна илсе ҫитернӗ, унтан ӑна Шупашкара илсе кайнӑ.
Улатӑрти 9-ти арҫын ача тата Куславкка районӗнчи 1 ҫулти хӗрача ҫиме юраман ҫырласемпе наркӑмӑшланнӑ. Шупашкарта 4-ри ача витамин ӗҫсе наркӑмӑшланнӑ.
Чӑваш Енри паллӑ педагог, 200 ытла ӗҫ, ҫав шутра — 5 монографин, авторӗ Николай Краснов пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Николай Герасимович педагогика ӑслӑлӑхсен докторӗ, профессор, ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче Иван Яковлев музейне йӗркелекенӗ пулнӑ. Тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ ҫыннӑн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл нумай тӑрӑшнӑ.
Николай Краснов 1932 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Мартынкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1955 ҫулта Чӑваш патшалӑх пединститутӗнче (хальхи вӑхӑтра — университет) ют чӗлхесен факультетӗнчен, 1963 ҫулта Мускавра ют чӗлхесен педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Куславкка районӗнче кӑҫалхи ака уйӑхӗнче муниципалитетӑн гимне ҫырма конкурс ирттерессине пӗлтерчӗҫ. Ыран — заявкӑсене йышӑнмалли юлашки кун.
Конкурса уйрӑм ҫынсем те, предприяти-организацисемпе учрежденисем те хутшӑнаяҫҫӗ. Профессилле е хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторсен, поэтсен, пултарулӑх студийӗсен ӗҫӗсене те хаваспах йышӑннӑ.
Конкурса камсем хутшӑнассине утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтермелле.
Сӑмах май каласан, иртнӗ эрнере Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ӗҫрен кайнӑ. Пуҫлӑх район ҫыннисене чӗнсе каланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче уй-хир пушаннӑ май кӗрхисем валли ҫӗр хатӗрлессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хальлӗхе 45,4 пин гектар сухаланӑ.
Сӑмах май, республикӑри 11 районта вырмана тухнӑ. Паянхи кун тӗлне илсен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 4,7 пин тонна ҫапса тӗшӗленӗ, тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 36,1 центнер тухать. Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр гектартан 26,2 центнера ларнӑ.
Елчӗк районӗнче ҫӗр улми кӑларма тытӑннӑ, Куславккапа Хӗрлӗ Чутай районӗсенче пахча ҫимӗҫ пухса кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ.
Хуҫалӑхсем выльӑх апачӗ хатӗрлессипе те ҫине тӑраҫҫӗ. Пӗр ҫул тата нумай ҫул ӳсекен курӑкран утӑ, сенажпа силос хатӗрлеҫҫӗ. Муркаш районӗнче витаминлӑ утӑ ҫӑнӑхӗ 170 тонна янтӑланӑ.
Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ӗҫрен кайнӑ. Ку хыпара асӑннӑ муниципалитет сайтӗнче хыпарланӑ. Пуҫлӑх район ҫыннисене чӗнсе каланине утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Эпӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлама пӑрахма йышӑнтӑм. Ҫавӑн пирки Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи черетсӗр ларӑвӗнче пӗлтертӗм, ман йышӑнӑвӑма ырлама ыйтрӑм», – тесе ҫырнӑ вӑл.
Андрей Васильев депутатсен командипе, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗпе Юрий Зоринпа килӗштерсе ӗҫлеме май килнине палӑртнӑ. Район пуҫлӑхӗнче 3,5 ҫул ытларах ӗҫленӗ вӑхӑтра тӑван тӑрӑхшӑн нумай тума ӗлкӗрнишӗн мӑнаҫланнине пӗлтернӗ.
Куславкка районӗнчи пӗр ҫыннӑн пахчинче мӑкӑнь ӳснӗ. Пурӗ 106 тӗм. Ҫавна полицин участокри уполномоченнӑйӗ асӑрханӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 50 ҫулти кил хуҫмэи пахчара мӑкӑнь ӳснине курнӑ. Анчах йӑран ҫумланӑ чухне вӑл ӑна тӗкӗнмен.
Кӑштахран мӑкӑне йӗрке хуралҫи асӑрханӑ хыҫҫӑн кил хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пахчара мӑкӑнь тата кантӑр ӳстерме юраманни, асӑрхасан ӑна ҫумласа тӑкмалли пирки аса илтерет. Ахальлӗн саккун РФ Пуҫиле кодексӗн 231-мӗш статйипе килӗшӳллӗн явап тыттарма ирӗк парать. Вӑл статьяпа 300 пин тенкӗ таран штрафлама е 2 ҫул таран хупса хума юрать.
Чӑваш Енре Мускав облаҫӗнче пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкереҫҫӗ. 27-ри арҫын суя документпа усӑ курнӑ-мӗн.
Следовательсем шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Мускавра 25 пин тенкӗпе руль умне ларма ирӗк паракан суя удостоверени илнӗ. Хайхискер унпа кӑҫал ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗчченех усӑ курнӑ.
Мускав ҫыннине Куславкка районӗнчи инспекторсем чарнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне унӑн водитель прави суя пулнине палӑртнӑ.
Мускав арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна куншӑн 1 ҫул ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнче строительство ӗҫӗ хӗрсех пырать. Ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Куснарта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ҫӗнӗ шкул хута яма шантарнӑ.
ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство ӗҫӗн 83 процентне вӗҫленӗ. Шкула ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне туса ҫитермелле.
Шкулта 165 ача валли вырӑн пулӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ ҫумӗнче ача пахчи тӑвӗҫ. Унта вара 40 шӑпӑрлан ҫӳрӗ. Шкулта стадион та тӑваҫҫӗ.
Подряд организацийӗ шалти ӗҫсене пӗтернӗ. Халӗ киплӗ хатӗр-хӗтӗре туянаҫҫӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Куславкка хулинче 160 шӑпӑрлан валли ача пахчи тума тытӑнӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пӑрмас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл автомашина водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та грузовикпе ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче Питӗрти 33-ри арҫын пулнӑ, грузовикре – Ростоври 35 ҫулти арҫын.
Хыҫалта ларнӑ ача суранланнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Тухтӑрсем ӑна шина хунӑ, ыратнине ирттерекен укол тунӑ, ӳпкене сывлаттармалли аппарат лартса пульницӑна, Шупашкара, илсе кайнӑ. Вӗсене хирӗҫ реанимаци машини тухнӑ. Ҫур ҫулта вӗсем тӗл пулнӑ, реанимаци мероприятийӗсем ирттерсе ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл реанимаци уйрӑмӗнче выртатать, сывлӑхӗ йывӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |